Ҫак шӑматкун СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртет. Ятне каланипех ҫителӗклӗ ҫынсем пирӗн хушӑра йышлах мар. Вера Кузьмина вара шӑпах ҫавсен шутӗнчен. Унӑн хисеплӗ ячӗсем пирки каласа кайма кирлех те мар.
Вӑл чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне вӑл тӑван ялӗнче те Тӑвайра та уявланӑ. Паллӑ кунпа саламлама унӑн пӗлӗшӗсемпе ачалӑхри тусӗсем пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗр спектакль пуҫӑнсанах ял артисткин сассине илтессишӗн радиоприемник ҫывӑхне вырнаҫнине аса илнӗ. Сцена ҫинче 60 ҫул вылянӑ хушӑра Вера Кузьмина епле кӑна роле калӑпламан-ши! Театра юратакансемшӗн вара вӑл паян кун та сцена ҫинче пулни чӑн-чӑн парне! Сӑмахран, «Укҫа чул кастарать» спектакле илер-и е тата тинтерех лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑна-и.
Ҫак шӑматкун вара Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Унта вӑл халӗ вылякан спектакльсенчи сыпӑксемпе пӗрлех театр ӳнерне кӑмӑллакансем пысӑка хурса хаклакан «Хура чӗкеҫ» моноспектакль пайӗ те пулӗ.
Сӑнсем (39)
Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.
Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗнче ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Унта ҫӗр лаптӑкӗ 5 476 гектарпа танлашать иккен, ҫав шутран пысӑк пайӗ, 4 356-шӗ, ял хуҫалӑх тӗллевли. Юлашкинчен асӑннинчен пысӑк пайӗ вырӑнти «Шимкусский» коооперативӑн тата Н.В. Морякова фермерӑн.
Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗ хуҫасӑр 79 ҫӗр пайне харпӑрлӑха куҫарассипе ҫине тӑрать иккен. Лаптӑкпа пӑхсан, ку вӑл 165 гектар пухӑнать. Йӑлари хытӑ каяшсене турттарма пӗр предприятипе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкнӑ икӗ факт пӗлтӗр пулнӑ-ха. Ҫӳп-ҫапа пырса тӑкнӑ ҫынсене тупса хайхисене штрафламалла тунӑ. Хальхи вӑхӑтра Турикас Тушкил тӑрӑхӗнче тек кӑлтӑк асӑрхаман.
Республикӑри СУ СКР пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурлан 13-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче район пухӑвӗн депутачӗ Андрей Моряков хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫапӑҫса кайнӑ пулнӑ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл арӑмӗ патне сӑмахпа ҫеҫ мар вӑйпа та илсе ҫитерес тенӗ. Депутат арӑмне кӑкӑртан урапа тапнӑ, хыҫҫӑн ҫӳҫрен тытса крыльца ҫине илсе тухнӑ.
Тӑвай районӗнчи 1-мӗш суд участокӗнчи тавлашуллӑ вак ыйтусене пӑхакан тӳре 41 ҫулхи депутата арӑмне хӗненӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна 7 пинлӗх штрафланӑ.
Хыпар ҫырма ларнӑ чух криминал пирки сахалтарах пӗлтерес тесе кашнинчех хама хам калатӑп. Ҫук вӗт, тӗлӗнмелли тупӑннӑҫемӗн тупӑнсах тӑрать. Акӑ ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри. Хӑть тӳнсе кай!
Ӗҫӗ-пуҫӗ Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче пулса иртнӗ. Пӗр кунхине лавккаҫӑ ӗҫрен тухнӑ чух ҫӑра уҫҫине те ҫӑрара хӑварать, те утнӑ чухне ӳкерет. Анчах уҫҫа шӑпӑрлансем асӑрхаҫҫӗ те лавккана уҫса кӗреҫҫӗ. Пӗри кӑна шкула тин кӑна кайма пуҫланӑ шӑпӑрлан пулнӑ, ыттисем тата кӗҫӗнрехскерсем. Хайхисен пуҫӗнче мӗн шухӑш иккенӗ паллӑ ӗнтӗ — пылак ҫисе пултӑр. Анчах аслӑраххи укҫа мӗнне пӗлнӗ. Вӑрӑ-хурахсем пирки кӑтартакан киносене куркаланӑ курӑнать. Кассӑна чавсипе ҫапса уҫать, унтан ҫанӑпа тытса 5 пин тенкӗ укҫа кӑларса илет. Ҫанӑпа тытни вӑл алӑ йӗрне хӑварас килменнине пӗлтерет-ха ӗнтӗ.
Лавккаран тухнӑ чух пӗчӗкскерсем хӑйсен ял арҫыннине асӑрхаҫҫӗ. Вӑрланӑшӑн вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ. Айӑпа ҫавӑн ҫине йӑвантарма шут тытаҫҫӗ те хайхисем. Аслисене шӑпӑрлансем ҫав арҫын лавккаран тухнине куртӑмӑр тесе ӗнентереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗн халӑхӑн йӑлана кӗнӗ йӗркипе ремеслисен пайӗн специалисчӗсем Тӑвай районне ҫитсе халӑх юррисене шыранӑ. Вӗсем ҫак пурлӑха ӑслӑлӑхпа шырав тӗлӗшӗнчен хак пама тӗллев лартнӑ иккен.
Специалистсем Тӑрмӑш тата Турикас Тушкил ялсенче пулнӑ. Турикас Тушкилте «Сурпан» фольклор ансамбльне ҫӳрекенсенчен ҫырса илнӗ, Тӑрмӑшра — 83 ҫулти Тамара Федоровӑран. Пухма май килнисен шутӗнче — туй, Ҫӑварни, вӑйӑ, хӑна, ташӑ юррисемпе такмаксем, хӗр йӗрри. Сӑмах май, ҫак икӗ ялта туй тата Ҫӑварни юррисене расна шӑрантарнине асӑрханӑ. Чӑннипех те халӑх юрри шутланаканнисене ятарлӑ пухха кӗртсе уйрӑм кӗнекен кӑларма палӑртаҫҫӗ.
«Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка ҫулсенрен иртекеннисен йышне кӗрет. Кунашкал суту-илӗве республикӑн кашни кӗтесӗнче йеркелеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар — Шупашкартах, ав, вӑхӑтлӑх ял хуҫалӑх пасарӗ валли уйӑрнӑ вырӑнсем темиҫе теҫетке ытла. Пирӗн республикӑра ӳстернӗ апат-ҫимӗҫе туянас тесен ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать: Шупашкар — 23-50-55, 23-50-59, 23-50-57; Ҫӗнӗ Шупашкар — 73-72-04, 74-56-66; Канаш — (835-33) 2-27-01; Ҫӗмӗрле — (835-36) 2-28-16; Улатӑр — (835-31) 2-00-19, 2-02-70.
Ҫулсерен иртекен пасарсем чылай тӑрӑхра авӑнӑн 7-мӗшӗнтенпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, уҫӑлмалла.
«Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка Тӑвайра та иртӗ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче вӑл ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ умӗнче иртмелле. Ярмӑрккӑра ытти ҫулсенчи пекех ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсен хунавӗсемпе тӗмсем, районта туса илекен паха ял хуҫалӑх продукцийӗ, халӑха кирлӗ таварсем сутӗҫ, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем ҫитӗнтернӗ продукцисен, уйрӑм усламҫӑсем тӑратнӑ изделисен, ӑстасен ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха савӑнтарма концерт, театрализациленӗ представлени пулӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 8-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне, 14 муниципаллӑ районта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органне суйлассипе хушма тата васкавлӑ суйлавӗсем иртнӗ. ТСК (выр. ЦИК) кӑтартӑвӗсемпе килешӳллен республикӑра суйлава хутшӑннӑ ҫынсен шучӗ — 57,21%.
Суйлавҫӑсем хутшӑннин чи ҫӳлле процентне Тӑвай районӗнче регистрациленӗ — 83,05%. Хыҫҫӑн 82,90% кӑтартупа Елчӗк районӗ пырать.
Суйлав бюллетенӗ ҫине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», ЛДПР, КПРФ партирен тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» фракцинчен пуре 90 кандидата кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри Патшалӑх канашӗн дупутатне суйлассипе хушма суйлавӗнче хӑйсен кандидатурине «Пӗрлехлӗ Раҫҫей», КПРФ, ЛДПР, «Родина» тата «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей» юхӑмӗсенчен пуре 5 кандидата палӑртнӑ.
Чӑваш Ен ТСК кӑтартӑвӗ тӑрӑх нумайӑшӗ «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» партийӗн элчисене суйланӑ — 70%. Ыттисен вара ҫапларах кӑтартусем: «ЛДПР» — 10%, КПРФ — 9% тата 5% — «Тӳрӗкӑмӑллӑ Раҫҫей».
Тӗпсуйлавкомра пӗлтернӗ тӑрӑх суйлав вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ пулӑмсене асӑрхаман. Суйлав йӗркине ШӖМ управленийӗн 350 ӗҫченӗ тата ШӖМ 3997 ШҪ 92 салтак тытса пынӑ.
Шыв-шуртаа тухнӑ черетлӗ инкек ҫурлан 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси ялӗнче пулса иртнӗ. 51 ҫулхи арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунне пӗве хӗрринче юлташӗсемпе паллӑ тунӑ, яланхилле ӗнтӗ ҫырткаланӑсӑр пуҫне «хаяр» шӗвӗкне те сыпнӗ. Хыҫҫӑн вара менелникҫӑ шыва кӗме шут тытнӑ, юлташӗсем асӑрхаттарни те ӑна чарайман.
Ҫыран хӗрринче ҫуралнӑ кунне паллӑ тума юлнӑ арҫынсем юлташӗ шывра ҫухалнине тӳрех асӑрхаман. Пулӑшӳ кӳрме чупса ҫитнӗ ял вӑйпиттисем менеликҫӑна шывран вилнӗскерне туртса кӑларнӑ.
Эрнекун пирӗн ҫӗршывра десантҫӑсем хӑйсен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак уяв хуласенче тӗрлӗрен иртет — пӗрисем фонтанта шыва кӗреҫҫӗ, теприсем Атӑлпа ҫырлахаҫҫӗ. Хӑйсене эрех-сӑра тӗлӗшӗнчен чарманнине пула десантҫӑсене йӗрке хуралҫисем тытса кайни те тӗл пулать. Шупашкартах, ав, эрнекун унашкал 15 ҫынна хупса лартнӑ. Пӗтӗмлетсе каласан сывлӑш ҫарӗн салтакӗсем ҫак куна ҫуталӑк хушши асӑнмалӑх питӗ кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ.
Ялтисем те хуларисенни пекех уява паллӑ тумасӑр хӑвармаҫҫӗ. Фонтан таврашӗ ҫукран пулӗ вӗсен канӑвӗ культурӑллӑрах иртет. Ак, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялнех илес. Пӗвесӗр мар ӗнтӗ ҫак тӑрӑх, кирлӗ пулсан фонтан вырӑнне ӑна та усӑ курма пулать пуль. Владимир Владимиров вара, иртнӗ ҫулсенче сывлӑш ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑскер, ҫак кун ялти музейпе паллашнӑ иккен.
Енӗш Нӑрвашри историпе мемориал музейӗнче хӑнана Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене халалланӑ кӗтес кӑсӑклантарнӑ — чылай вӑхӑт хушши вӑл унта сӑнӳкерчӗксемпе, хутсемпе тата ытти тӗрлӗ экспонатсемпе паллашнӑ. Музей ертӳҫине те тав тунӑ — ара кун чухлӗ материала пухма, вӗсене типтерлӗ упраса тӑма самай вӑхӑт кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |